Паян, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, пирĕн шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ. Ăна ирхи линейкăран пуçларăмăр. 8-мĕш класра вĕренекенсем чăваш халăхне çутта кăлараканĕ - И.Я. Яковлев çинчен каласа пачĕç, унăн тăван халăха панă Халалĕнчи тĕп шухăшсем пирки чарăнса тăчĕç.
«Пĕр-пĕрне юратăр, сапăр пулăр»,-
Тенĕ улăп, харкашма хушман.
Тарăхни чĕресенче ан юлтăр,
Каçарма пĕлни чăн та аван.
Çăлтăр евĕр ячĕ ун пирĕншĕн,
Вĕрентÿ турри вăл чăвашсен.
Пысăк тав хисеплĕ ĕçĕсемшĕн!
Чĕлхене упрасчĕ, ентешсем».
Н. Еремеев-Васан
И.Я.Яковлев пиллесе хăварнине шута илсе пурăнасчĕ. Çавăн пекех хамăр тăван чĕлхене хисепленине палăртса Пĕтĕм чăваш диктанчĕ çыртăмăр. Пурĕ 21 çын хутшăнчĕ, вĕсенчен виççĕшĕ – вĕрентекенсем. «5» паллă çиччĕн, «4» улттăн, «3» саккăрăн илме пултарчĕç. Уйрăмах пиллĕкмĕшсене тата тăххăрмĕш класра вĕренекенсене палăртса хăварас килет. Диктанта хутшăннисене пурне те тав сăмахĕ калатпăр.